абычай, по которому родители молодой приезжают с визитом к родителям жениха и к его родне. Юрк. Пĕр авкаран вара икĕ енчи хурăнташĕсем те чĕнсе çĕнĕ хăта силлеççĕ. Изамб. Т. Хĕр енчисем, хĕр леçсе таврăннă чухне, усемпе пĕрле кĕрӳ енчисем çĕнĕ хăтана чĕнме пыраççĕ. Çĕнĕ хăта ахаль ĕçкĕ пекех пулат, анчах ăратннсем пур те кӳртеççĕ. Альш. Унтан вара тата çĕнĕ хăта пулат. Çĕнĕ хăта кӳртес, теççĕ. Çĕнĕ хăта илес, теççĕ. Вăл пĕр-пĕр ĕçкĕ-çикĕ тăвакан праçникре пулат. СТИК. Туй туса пĕтернĕ хыçĕнченех хĕр енчен ратнесем пухăнса хĕрне панă çынсем ратнисем патне хăнана çӳреççĕ, çавна çĕнĕ хăта теççĕ. КС. Кĕçĕр хĕре исе кайсассăн, ыран хĕр амăшсем (родные) каяççĕ çĕнĕ хăтана (кĕрӳшĕ патне), çавна калаççĕ: çĕнĕ хăтана кӳртнĕ, теççĕ. Кама 51. Акă сана хĕр, акă сана туй! (Еттӳçа кутĕнчен тапать). Акă сана çĕнĕ хăта! Сред. Юм. Хĕр качча кайсан виç-тват уйăхран хĕр ашшĕ ратнисĕм хĕрĕсĕм патне хăнана каяççĕ, çавна вара: çĕн-хăтана кайнă, теççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
çĕнĕ тырă çĕнĕ тырă пăтти çĕнĕ уйăх çĕнĕ хăна « çĕнĕ хăта » çĕнĕ хĕр çĕнĕ хурăнташ Çĕнĕ Хурамал Çĕнĕ Чак Çĕнĕ Чакă